Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Шуркасси ялӗнче Евгенийпе Ирина туй кӗрлеттернӗ. Уяв хӑйне евӗр иртнӗ. Туйра чӑвашсен йӑли-йӗркине тӗпе хунӑ.
Шуркассине ҫав кун Елчӗк районӗнчи «Алмантай» фольклор ушкӑнӗ килнӗ, туй хӑнисене «Эй, туй килет, туй килет!» программӑпа паллаштарнӑ. Унпа килӗшӳллӗн, анатри чӑвашсен туй юррисене шӑрантарнӑ. Куракансем «Алмантай» ушкӑна питӗ ӑшшӑн йышӑннӑ. Хӑшӗ-пӗри чӑвашсен ӗлӗкхи туй йӑли-йӗркипе пӗрремӗш хут паллашнӑ.
Халӑх «Алмантай» ушкӑнӑн хушпӑвӗсене, тухйисене, тевечӗсене, ӗлӗкхи ҫи-пуҫне кӑсӑклансах сӑнанӑ. Ҫамрӑк мӑшӑр кунашкал туйпа питӗ кӑмӑллӑ юлнӑ.
Сӑнсем (4)
Утӑн 19-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Ҫӗрпел ял увне паллӑ тунӑ. Вырӑнти тӳре-шара тухса калаҫнӑ, ентешӗсене пысӑк ҫак уяв ячӗпе саламланӑ.
Уява РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Н.П.Карачарсков тата унӑн мӑшӑрӗ, ЧАССР тава тивӗҫлӗ кӳлепеҫи А.К.Брындин, РФ тава тивӗҫлӗ артистки Мария Еланова хутшӑннӑ.
Уяв юрӑ-ташӑпа, хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнинчен пуҫланнӑ. Ҫак кун Ҫӗрпелте унта пурӑнакансем кӑна мар, аякран килнӗ ҫынсем те пухӑннӑ.
Ӗҫре палӑрнисене, чи хастаррисене чысланӑ. Ялти чи ҫамрӑк тата ватӑ ҫынсем пирки те манман. Юбилярсене, пӗрле нумай ҫул пурӑнакан мӑшӑрсене, чи хӑтлӑ кил-ҫурт хуҫисене те чысланӑ.
Концерта Хирпуҫ ял тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ, Ярмушка ял тӑрӑхӗнчи «Чашма» халӑх фольклор ушкӑнӗ, Элӗк районӗнчи Тавӑт ял тӑрӑхӗнчи «Хавас» ушкӑн, Канаш районӗнчи Ачча ял тӑрӑхӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ хутшӑннӑ.
Паллах, уявра спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртнӗ. Ял халӑхне чӑваш эстрада юрӑҫисем те савӑнтарнӑ.
Чӑваш Енри 9 районта пушар тухас хӑрушлӑх IV класс пулнине палӑртнӑ. Чи пысӑк класс пиллӗкмӗш шутланать. Шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑран Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнине палӑртнӑ.
Республикӑра вӑрмансене ятарлӑ хурал сыхлать. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине пӑхӑнман ҫынсене дисциплинарлӑ, административлӑ явап тыттарма пултарӗҫ. Хӑш-пӗр тӗслӗхпе пуҫиле ӗҫ те пуҫарма пултараҫҫӗ.
Йӗркене пӑснӑ граждансене 2–4 пин тенкӗлӗх штрафлама ирӗк пур. Должноҫри сӑпатсене – 15–30 пин тенкӗлӗх. Юридици сӑпачӗсен 400 пин тенкӗрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран штраф тӳлеме тивӗ.
Вӑрнарти «Химик» стадионта ял ушкӑнӗсен «Ылтӑн пучах» Пӗтӗм Раҫҫейре футбол енӗпе ача-пӑча турнирӗн республикӑри тапхӑрӗ пуҫланнӑ.
Ӑмӑртӑва ачасен ҫулне кура икӗ ушкӑна пайласа ирттереҫҫӗ: 11–13-рисем тата 13–15-рисем хушшинче. Хальлӗхе ушкӑнсем турнирӑн финалне тухассишӗн ӑмӑртаҫҫӗ. Ҫӗнтерессишӗн республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 14 ушкӑн пухӑннӑ.
Турнира паян савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Спортсменсемпе вӗсемшӗн ҫунакансене саламлама Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Сергей Мельников пырса ҫитнӗ. Кун йышши ӑмӑртусем ачасене малтан ҫамрӑксен футболне, кайран пысӑк футбола ҫул уҫнине палӑртса хӑварнӑ.
Утӑн 12-мӗшӗнче республикӑри чылай ял уявне паллӑ тунӑ. Вӗсен йышӗнче — Вӑрнар районӗнчи Хорнсор та. Кӑҫал вӑл ҫуралнӑ кунне 335-мӗш хут уявланӑ. Сцена ҫине сумлӑ хӑнасем тухса калаҫнӑ.
Ял халӑхӗпе хӑнасем валли концерт йӗркеленӗ. Вӑрнарти культурӑпа кану центрӗнчи «Тивлет» ушкӑн артисчӗсем, Уйкас Кипек ялӗнчи «Кипек ен» ушкӑн, «Калинушка» ушкӑн, Элӗк районӗнчи «Шур акӑш» ушкӑн, «Альянс» эстрада ушкӑнӗ, Иван Христофоров халӑх артисчӗ тата ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Кудряшов юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Юбилее Хорнсор ялӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫынсем килнӗ. Вӗсен йышӗнче — тава тивӗҫлӗ шахтерсем, тухтӑрсем, ӑслӑлӑх кандидачӗсем, тава тивӗҫлӗ вӗрентекенсем, ял хуҫалӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем, строительсем.
Уявра спорт ӑмартӑвӗсем иртнӗ. Халӑх ҫӗрлехи 2 сехетченех савӑннӑ. 23.30 сехетре тӳпере салют ялкӑшнӑ. Ташӑ каҫӗнче иртнӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулсенчи юрӑ-кӗвӗпе ташланӑ.
Сӑнсем (71)
Нумаях пулмасть Кушар Юнтапа ялӗнчи культура ҫурчӗ умне халӑх йышлан пухӑннӑ. Сӑлтавӗ те пулнӑ. Ярмушка ял тӑрӑхӗ ҫултан ҫула куҫакан йӑлине — ял уявне паллӑ тӑвассине — кӑҫал та ирттернӗ.
Уявра чи малтанах Ярмушка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Петров тухса калаҫнӑ, ентешӗсене саламланӑ май маттуррисене тав хучӗсемпе тата ҫырӑвӗсемпе чысланӑ.
Уявра алӗҫӗсен, сӑнӳкерчӗксен куравне йӗркеленӗ. Кушар Юнтапара ҫуралса ӳснӗ В.И.Перепелкин пушӑ алӑпа килмен. Вӑл ялти клуба сарлака экранлӑ монитор парнеленӗ.
Концерт Ярмушкари ветерансен ушкӑнӗ «Алран кайми аки-сухи» юрра шӑрантарнипе пуҫланнӑ. Ӑна халӑх ура ҫине тӑрсах итленӗ. Унтан «Шурӑмпуҫ», «Чашма» вырӑнти халӑх фольклор ушкӑнӗсем, Уйкас Юнтапа, Кушар Юнтапа ялӗсенчи ӳнер пултарулӑх ушкӑнӗсем, Авшак Элмен, Кивҫурт Мӑрат ялӗсенчи шкул ачисем сцена ҫине хӑпарнӑ. Ҫӗмӗрле, Элӗк районӗсенчен, Канаш хулинчен килнӗ ансамбльсем концерт программине тата пуянлатнӑ. Шупашкартан килнӗ эстрада ҫӑлтӑрӗсене халӑх хапӑлласах йышӑннӑ.
Ҫак кунсенче Чулхулари Мулино хулинче «Гвардеец-1» ҫарпа спорт сывлӑх лагерӗнче иккӗмӗш смена ӗҫлет. Унта Чӑваш Енри 20 ача тухса кайнӑ. Ҫавсен шутӗнче Шупашкарти 14-мӗш кадет шкулӗнче вӗренекенсем тата Патӑрьел, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Пӑрачкав тата Шупашкар районӗнчи ачасем пур.
Ҫамрӑксем лагерьте ҫар хатӗрленӗвӗн теори пӗлӗвне илеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ачасем алӑпа пемелли гранатӑсене ывӑтаҫҫӗ, автоматран переҫҫӗ тата ытти ӑсталӑха алла илеҫҫӗ. Парашюта епле пухмаллине те унта вӗрентеҫҫӗ.
Лагере Атӑлҫи федераци округӗнчи тата Крым Республикинчи 160 ача пухӑннӑ.
Питрав кунӗнче Вӑрнар районӗнчи Хорӑнсор Ҫармӑс ялӗнче ял уявӗ иртмелле. Йӑлана кӗнӗ ҫак мероприяти унтисемшӗн – паллӑ кун. Халӑхпа пӗрле савӑннишӗн кӑна мар. Хорӑнсор Ҫармӑс кӑҫал 335 ҫул тултарать.
Ял клубӗн ертӳҫи тата вырӑнти Ҫӗрпел ял тӑрӑхӗн депутачӗ Михаил Кузьмин пуҫарнипе ял ҫыннисем тӑван тӑрӑха тирпей-илем кӗртессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Урамсене тасатса пуҫтарма ҫынсем шӑматкунлӑхсне тухаҫҫӗ, ҫӳп-ҫапа пуҫтараҫҫӗ, картасене юсаҫҫӗ, стадион патне каякан ҫула такӑрлатаҫҫӗ.
Сӑнсем (6)
Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Мускавра чӑвашсен Акатуйӗ пулать. Унӑн йӗркелӳҫисем Вӑрнар районне Акатуя чӗнсе ҫыру янӑ, Мускава Вӑрнар районӗнчи ветерансен халӑх хорне яма сӗннӗ.
Паллах, хор ҫакна хапӑлласах йышӑннӑ, Мускава ҫула тухнӑ. Ветерансен хорӗ республика тулашне унччен те тухса ҫӳренӗ. Пӗлтӗрхи раштавра вӗсем Смоленск хулинче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫей канашлуне хутшӑннӑ.
Ветерансен халӑх хорӗ 1993 ҫулта йӗркеленнӗ. Унӑн пӗрремӗш ертӳҫи — ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анатолий Юдин. Вӑл Красноармейски районӗнчи Кушкӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл районти культура ҫуртӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ. Халӗ хора Елена Матвеева ертсе пырать. Музыка ертӳҫисем — Василий Семенов тата Валерий Кудрявцев.
Нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнчи Юпшик Ялтӑра халӑхӗ ял уявне паллӑ тунӑ. Ӑна уявламашкӑн ҫынсем пурте пӗрле хатӗрленнӗ, сцена ӑсталанӑ, лапама илем кӗртнӗ.
Уява Аҫӑмҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Петров уҫнӑ. Праҫнике Валентина Флегантова тата Елена Владимирова ертсе пынӑ. Уявра кӑҫалхи юбилярсен грамотӑпа чысланӑ. Вӗсен йышӗнче — Любовь Африканова, Елена Иванова, Ираида Осипова, Валентина Исакова, Любовь Иванова, Маргарита Макарова. Ольга Африкановӑна вара 90 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ.
Уява Вӑрнарти культура ҫурчӗн артисчӗсене чӗннӗ. Вӗсем ял халӑхне юрӑ шӑрантарса, ташӑ ташласа савӑк кӑмал парнеленӗ, шӳтсем каланӑ, вӑйӑсем выляттарнӑ.
Ял халахӗ те концерта хастар хутшӑннӑ. 86-ри Татьяна Флегантова тата 82 ҫулти Зинаида Софронова хӑйсем ҫырнӑ сӑввисене вуланӑ. Спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртнӗ.
Венера Владимировӑпа Земфира Африканова шӳрпе пӗҫернӗ. Халӑх чылайччен саланман, тепӗр ҫул та ҫакнашкал уяв йӗркелеме калаҫса татӑлнӑ.
Сӑнсем (11)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Сокольников Петр Фадеевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Яковлев Владимир Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Макаров Николай Иванович, чӑваш тухтӑрӗ, медицина ӑҫлӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхне йӗркеленӗ. | ||
| Шупашкарта Петӗр Хусанкай палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |